Чӑваш Енре хутӑш чӑвашсен «Тапӑ» фестивалӗ иртнӗ. Вӑл Тӑвай округӗнче пулнӑ.
Фестивале тӗрлӗ округран килнӗ: Вӑрмар, Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Красноармейски тӑрӑхӗсенчен. Вӗсем историпе, йӑла-йӗркепе, ӳнерпе пайланма пухӑннӑ.
Фестивале хутшӑнакансем тӗрлӗ инструмент каланӑ, юрланӑ, историсем каласа кӑтартнӑ. «Алран кайми аки-сухи» юрлани чи хумхануллӑ самант пулнӑ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Пакаш ялӗнче пурӑнакан Муравьевсен – чӑн-чӑн пысӑк телей. Ҫак кунсенче вӗсене ҫурт-йӗр сертификатне панӑ.
Нумай кӗтнӗ документа муниципалитет пуҫлӑхӗ Алексей Людков алӑран тыттарнӑ. Вӑл 5 ачана воспитани паракан ҫемьене ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх суннӑ.
Палӑртмалла: ҫак сертификатпа пурӑнмалли кӗтес илме е ҫурт-йӗр хӑпартма юрать.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Илепар ялӗнче культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартса лартнине пӗлтереҫҫӗ.
Культура ҫуртне пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ӑна хальхи вӑхӑтри обрудованипе тивӗҫтернӗ май фильмсем кӑтартӗҫ, концертсем лартӗҫ. Кульутра ҫуртӗнче ачасем валли спорт тата пултарулӑх кружокӗсем ӗҫлессине ӗнентереҫҫӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑри муниципалитетсенче 14 клуб тӑваҫҫӗ. Вӗсенчен иккӗшне — вырӑнти хысна укҫипе, ҫиччӗшне — пуҫаруллӑ бюджет шучӗпе, пӗрне — «Культура» нацпроектпа, тӑваттӑшне — «Культурӑна аталантарасси» патшалӑх программипе.
Республикӑри 10 округ Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме хушма укҫа ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче - Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел округӗсем. Вӗсене пӗтӗмпе 4,5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа 2,85 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк ҫинчи Сосновский пултӑранне пӗтерме май парӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак наркӑмӑшлӑ курӑкпа кӗрешме 11,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Кӗнер ялӗ патӗнче паян ирхи 3 сехетре каччӑ виллине тупнӑ. Вӑл машина ҫапса кайнӑ хыҫҫӑн вилни палӑрнӑ.
Каччӑ 22 ҫулта пулнӑ, ҫак округрах пурӑннӑ. Ӑна ҫапса хӑварнӑ водителе халӗ шыраҫҫӗ. Вӑл вырӑнтан тарса ҫухалнӑ.
Каччӑна ҫапса хӑварнӑ саманта кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (8353) 42-23-43, 8 (8353) 42-15-68.
КУславкка районӗн прокуратури вырӑнти округри Курочкин ялӗнче шыв пама пӑрахнине тупса палӑртнӑ. Район прокурорӗ Владимир Николаев яла ҫитсех тӗрӗсленӗ.
Скважинӑри пӗр насус ҫунса кайнӑран ял ҫыннисем шывсӑр юлнӑ.
Прокуратура Куславкка муниципаллӑ округӗн администрацине кӑлтӑка пӗтерме хушса хут ҫырнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вырӑнти тӳре-шара шыв турттарса тӑма йышӑннӑ.
Юсав ӗҫӗ епле пынине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.
Чӑваш Енри тӑватӑ ҫемьене орден пама йышӑннӑ.
Олег Николаев Элтепер «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Николай Федоровичпа Анастасия Ивановна Отмаховсене, Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Николай Александровичпа Антонина Николаевна Сергеевсене, Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Николай Ивановичпа Зоя Степановна Степановсене, Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Николай Димитриевичпа Мария Ивановна Хушкинсене чыслама йышӑннӑ.
Куславкка округӗнчи Тӑвай ялӗнче пурӑнакан Зоя Белоусова «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» музея хӑйӗн ӗҫне парнеленӗ. Вӑл – хӑй тӗрленӗ панно, ӑна тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ.
Зоя Белоусова – педагогика ветеранӗ. Ялти клубра йӗркеленӗ ал ӗҫ кружокне ҫӳреме пуҫласан вӑл тӗрлеме тытӑннӑ. Хӑйӗн черетлӗ ӗҫне асламӑшне /е кукамӑшне/ Клавдия Павловна Петровӑна халалланӑ. Вӑл окоп чавнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Республикӑри виҫӗ муниципалитет округӗнче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне Улатӑр, Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри округӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 5-мӗш класӗ вӑйра.
Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав округӗсенче тата Шупашкар хулинче пушар тухас хӑрушлӑхӑн 4-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ.
Ҫавӑнпа асӑрханма ыйтаҫҫӗ: типӗ курӑк ҫунма, ҫынран килмен сӑлтава пула пушар тухма пултарать.
Комсомольски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана унччен Тӑвай округӗн прокурорӗ пулнӑ юстицин аслӑ канашҫи Александр Данилов йышӑннӑ.
Александр Сергеевич 1978 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. И.Н.Улянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтерсен Куславкка районӗн прокурорӗн пулӑшуҫинче ӗҫленӗ. Кайран тӗрлӗ вырӑнта вӑй хунӑ. 2019 ҫултанпа вӑл Тӑвай районӗн прокурорӗ пулнӑ.
Аса илтерер: ӗнер Куславкка тата Тӑвай округӗсенче ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |